Ҫурлан 17-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Юнтапа ял вулавӑшӗнче ҫӗнӗ чӑваш кӗнекин кунӗ иртнӗ. Вулавӑш пулӑшӑвӗпе усӑ куракансене Чӑваш кӗнеке издательстви пичетлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем хушшинче чӑваш халӑх историне ҫутатса паракан кӗнекесем: Н.И. Ашмаринӑн «Пӑлхарсемпе чӑвашсем» (выр. «Болгары и чуваши»), «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» (выр. «Из опыта народных мастеров») ятарлӑ альбом ярӑмӗ, Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей патӑрӗ, космонавт Н.М.Бударин ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ «Николай Бударин космонавт: Ман орбита вӗҫӗ-хӗррисӗр...» (выр. «Космонавт Николай Бударин: Моя орбита бесконечная…».
Шӑпӑрлансене сӑрӑллӑ, хитре кӗнекесем чуна кайнӑ: «Чӑваш халӑх юмахӗсем», Елена Нарпи ҫырнӑ «Салтак тӳммипе талпиҫен» юмахӗ, Урмарта ҫуралса ӳснӗ Т. Дорофеева сӑвӑҫ сӑввисем «Пур ҫул та — Вӑрмаралла» тата «Летушка» калавсен пуххи. Пӗтӗмпе чӑваш тата вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухнӑ 26 кӗнеке вулавӑш ҫӳлекӗсенче вырӑн тупнӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекесемпе вулавӑша ҫӳрекен 8 ҫын паллашнӑ, 16 кӗнеке вара хӑйӗн пӗрремӗш вулакансен аллине лекнӗ.
Элӗк районӗнчи Питӗшкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем кашни эрнекун тавралӑха тирпей-илем кӗртме тухаҫҫӗ. Ара чӑн та, алла усса ларсан тасамарлӑх айне ним мар путӑн. Типтерлӗ те илемлӗ лаптӑксем вара куҫа та сӑвӑнтараҫҫӗ.
Ял администрацийӗнчи ӗҫченсен хастарлӑхӗ ытти ял халӑх ҫыннисене те витӗм кӳрет — ӗҫе кура вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. «Тирпейлӗ ҫӗрте пурӑнма та аван», — пӗлтереҫҫӗ ӗҫчен ҫынсем.
Сӑнсем (7)
Ҫул-йӗре юсаса-ҫӗнетсе тӑни аван-ха. Анчах те технологие пӑхӑнманнипе, те урӑх сӑлтава пула ҫӗнӗ ҫулсем ҫинчех кӗҫех йӗр каять, шӑтӑк-путӑк пулса юлать. Йывӑр машинӑсем те ҫула перекетлеме пӗлменни пур-тӑр-ха: кӗрлӗ-ҫурлӑ хутласан чӑтаймасть пулинех…
Ҫак кунсенче Чӑвашавтодорӑн ҫул-йӗр лабораторийӗ Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи ҫул пахалӑхне тӗрӗслеме тухнӑ. Элӗкри Совет урамӗнчи асфальтпа бетон сийӗ 3,8 сантиметрпа танлашать тесе пӗлтернӗ. Те ҫителӗклӗ ӗнтӗ вӑл, те ҫукрах — специалист мар та, калама хӗн. Вӑрнар районӗнчи Яхакассине те ҫитнӗ. Асфальт пахалӑхне виҫӗ талӑкра тӗрӗслесе пӗтермелле-мӗн.
Унчченрех агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх юрласа та ташласа ҫӳретчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрти культура учрежденийӗсем халӗ те ун пек йӑлана тытса пыма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Акӑ, Элӗк районӗнчи «Пучах» агитбригада ҫывӑх вӑхӑтра ҫула тухма пуҫтарӑнать. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ушкӑн культура учрежденийӗсем ҫук ялсене ҫитме палӑртать иккен. Хӑҫан каяссине те палӑртса хунӑ — ҫак уйӑхӑн 12-16-мӗшӗсенче.
Юрласа та ташласа кӑтартнипех ҫырлахмӗҫ вӗсем. Районӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Григорьева вырӑнтисене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшӗ.
Тӗлпулу ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, Атмалкасси ялӗнчен пуҫланӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче Качалов ялне, 14-мӗшӗнче Павлушкӑне тата Шавранчӑка, 15-мӗшӗнче Шуркассине тата Ҫулавӑҫне, 16-мӗшӗнче Атайкассине тата Мӑн Шӗвӗше ҫитмелле.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн.
Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, Элӗк районӗнче педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле.
Элӗк районӗнче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пилӗк Макҫӑмпа пилӗк Тари ҫуралнӑ. Тӗрӗссипе вӗсене ашшӗ-амӑшӗ чӑвашла ҫакӑн пек ачашласси иккӗленӳллӗ. Ӗлӗкхи ятсем таврӑнаҫҫӗ-ха, анчах Максим тата Даша тенипе...
Асӑннӑ районта кӑҫал 107 пепке кун ҫути курнӑ. Вӗсенчен 56-шӗ — хӗрачасем. Ҫавсенчен пиллӗккӗшне Даша тесе чӗнме тытӑннӑ, арҫын ачасен хушшинче вара — пилӗк Максим. Дмитрийсемпе Павелсем, Ксенийӑсемпе Анастасийӑсем тӑватшар, Кирилл, Артемий, Арсений тата Марийӑпа Анна — виҫшер.
Кӗркунне пысӑк экран ҫине «Юхха» фильм кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче унӑн хаклавӗ иртнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хавал» уйлӑхне пуҫтарӑннисем те ӑна курма ӗлкӗрнӗ.
Фильма Владимир Карсаков режиссёр ӳкернӗ. «Иоаким Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн ку яхӑнччен чӑвашсен пӗр фильмӗ те ҫав шая ҫӗкленмен, — тесе хыпарлать ку пулӑм пирки Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ.
Фильмӑн тӗп шухӑшне уҫса пама васкар мар. Ӑна чӑн пурнӑҫран илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Эпизодсене Шупашкар, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӳкернӗ.
«Хуйхӑрсан та — юрӑпа, савӑнсан та — ташӑпа», — ҫак сӑмахсене ват кинемейсенчен пӗр хутчен мар илтнӗччӗ. Чӑвашсен мӗн авалтанпа юрӑ шӑрантарас, ташӑ ҫапас йӑла ҫирӗпленнӗ. Пирӗн, хальхи ӗмӗрен ҫыннисен вара ҫак халӑх юрӑ-ташшисене, йӑли-йӗркисене манӑҫмалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх культурине палӑртаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Истоки Цивиля» (чӑв. «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ») регионсем хушшинчи туслӑх фестивалӗ Чӑваш Енри чи кӑсӑклӑ коллективсене пуҫтарнӑ. Фестивальӗн тӗп тӗллевӗ — халӑх йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратасси тата юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хушшинчи пултаруллӑх ҫыхӑнӑвне йӗркелесси. Иртнӗ кану кунӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ҫывӑхӗнчи улӑха Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрлӗ, Вӑрнар, Элӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсен фольклор ушкӑнӗсем пухӑннӑ.
Ку ҫулччен фестиваль икӗ хутчен Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ялӗнче иртнӗ, ара унта Мӑн Ҫавал юханшывӗ пуҫланать-ҫке.
Сиссе те юлаймарӑмӑр — ҫуллахи кунсен юлашки уйӑхне те ҫитсе килтемӗр. Шӑпӑрлансем кану кунӗсемпе хаваспах киленеҫҫӗ-ха. Шкулсенче вара ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли хӗмленсе хатӗрленеҫҫӗ.
Элӗк районӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 13 учрежденийӗнче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 165 пӗрремӗш класс ачи вӗренме тытӑнать. 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсен партӑ хушшине пурӗ 1 973 вӗренекен ларать, ҫав шутра 1–4 класс ачисем — 682. Утӑн 18-мӗш тӗлнелле районӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче нумай ӗҫ тунӑ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи пекех пӗрремӗш классем ҫӗнӗ стандартпа вӗренме тытӑнаҫҫӗ. Шкулсенчи вулавӑшсем те ҫӗнӗ шкул кӗникесемпе пуянланнӑ.
Пӗтӗмӗшле пӗлӗве модернезацилес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килешӳллӗн Элӗк районӗн шкулӗсем шкул кӗнекисене 878 пин тенкӗллӗх туянма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Мӑн Ямашри, Тавӑтри, Утаркассинчи тата Тенинчи вӑтам шкулсенче вӗренӳ ҫулӗ валли сӗтӗл-пукан туяннӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пӳрт лартма, хушма хуҫалӑха аталантарма е дача валли усӑ курма ҫӗр панине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑваш Енре паян ҫак ӗҫ малалла пырать.
Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне ҫӗр лаптӑкӗ илес текен 3 370 ҫемье черете тӑнӑ. Ун пеккисем пысӑк хуласенче уйрӑмах йышлӑ. Сӑмахран, Шупашкарта 1 209 ҫын черете тӑнӑ. Ҫак уйӑхӑн ҫурри тӗлне илсен, ҫӗрлӗ пулас текенсенчен 1 284-шӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсенче ҫӗр илме ирӗк тата кӑмӑл пур ҫемьесене кашнинех валеҫсе тухнӑ. Ыйтӑва Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне район территорийӗсенче те татса пыраҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар тата Канаш хулисенче ку енпе йывӑртарах. Кунта, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗп йывӑрлӑх — ҫӗр ҫитменнинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |